Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Пирĕн тăрăхра пурăнма кăмăллă

Пĕр-пĕринчен самаях инçе вырнаçнă вунтăватă ял пĕрлештерет Урхас Кушкă хутлăхне. Вĕсенче 1669 çын пурăнать. Пĕлтĕр пирĕн тăрăхра 4 ача çуралчĕ, 19 çын пурнăçран уйрăлчĕ. Ял хутлăхĕнче 940 хушма хуçалăх, вĕсенче 354 пуç (сăвакан ĕнесен шучĕ 234) мăйракаллă шултра выльăх, 3 лаша, 766 сурăх, 20 сысна, 2017 кайăк- кĕшĕк, 212 хурт-хăмăр вĕлли усраççĕ.

ЯЛ ХУТЛĂХĔН БЮДЖЕЧĔ ÇИНЧЕН

2019 çулта Урхас Кушкă ял хутлăхĕн бюджетне 7 993 948.28 тенкĕ укçа пуçтарăннă. Вăл шутра ял хутлăхĕ хăй пуçтарнă укçа 2125524,83 тенкĕ тата бюджетран тăкакланнă укçа сумми 7 733 602,33 тенкĕпе тан.

 ПУÇАРУЛЛĂ БЮДЖЕТ ПРОГРАММИСЕНЕ ПУРНĂÇЛАСА ПЫНИ

 Çак программăна хутшăнни юлашки 2 çул хушшинче 7 проекта пурнăçлама май пачĕ.

2018 - мĕш çулта эпир Мĕшĕл ялĕнче шыв скважинисене тĕпрен юсарăмăр. Иртнĕ çулта вара пирĕн ял хутлăхĕнче 6 проект пурнăçланнă. 13 ялта хытă каяшсен 24 контейнерне лартрăмăр. Çĕньял Упакасси ялĕнчи урамсене каçхи çутăпа тивĕçтертĕмĕр. Тури Упакасси ялĕнчи «Солнечная» урам (187 метр), Анатри Упакассинчи «Заречная» (720 метр) Урхас Кушкăри «Садовая» урамра (560 метр), Çĕньял Упакассинчи «Восточная» урамра (660 метр) çĕнĕ çул сартăмăр.

2019-мĕш çулта çак проектсене пурнăçлама 2157 393 тенкĕ тăкакланă. Вăл шутра республика бюджетĕнчен уйăрнă субсиди сумми – 1294554 тенкĕ, ял хутлăхĕн бюджетĕнчен – 512 267 тенкĕ, халăх пуçтарнă укçа - 350 572 тенкĕ.

Палăртнă проектсем пурнăçа кĕччĕр тесе нумай тăрăшмалла пулчĕ. Çавăнпа та ял хутлăхĕн администрацине ăнланса алă пама килĕшекенсене çак статьян кашни сыпăкĕнчех асăнса хăварма тăрăшăпăр. Пуçаруллă бюджетировани проекчĕсене пурнăçлама уйрăмах çак маттур çынсем пулăшрĕç. Вĕсен ятне районĕпех пĕлсе тăччăр тесе ятранах калăпăр, В. Иванов, В. Николаев, В. Федоров, С. Васильев, А. Колчин, Д. Карпов, А. Ильин.

Урхас Кушкă ял администрацийĕ сире чун - чĕререн тав тăвать. Малалла та пĕрле ĕçлессе шанать.

ВАК ТАТА ВĂТАМ БИЗНЕС АТАЛАННИ

Ял хутлăхĕнчи çулсене тирпейпе илемре тытса тăни вырăнти бизнеса аталантарма та май парать.

Суту-илÿ сферинче «Валерия» лавккасен сетьне аталантаракан В.Чичакова ăнăçлă ĕçлет. Бизнес ял халăхне кăна мар, кÿршĕри хутлăхсенчи çынсене те кирлĕ таварпа тивĕçтерет.

Тырпул тата выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес енĕпе В. Хлебникова палăртса хăвармалла. Техника енчен те, продукци туса илес енчен те малта пырать ертÿçĕ.

Çавăн пекех çул-йĕр отрасльне аталантарас енĕпе тăрăшакан В. Иванов предпринимателе те ăнăçлă бизнесмен шутне кĕртмелле.

А. Федоровпа С. Петров вак предпринимательсене те манса хăварас мар.

 ÇУЛ-ЙĔР ТĂВАССИ

 Урхас Кушкă ялĕнчи Яковлев урамĕнче 187 метр çул сарнă, Ивановсен урамĕ-нче 340 метр, Совет урамĕ-нче 193 метр, Караньяль ялĕнчи Мокеев урамĕнче 100 метр çул сарса Мĕшĕл ялĕпе пĕрлештернĕ. Асăннă ялти Восточная тата Лесная урамсене çыхăнтаракан çула юсанă. Çак ĕçре Лесная урамра пурăнакансене палăртса хăварас килет.

 ЙЫШПА ĔÇ ТЕ ĂНАТЬ

Мĕн ĕлĕкрен чăваш халăхĕ тĕрлĕ пысăк ĕçсене пĕрле пуçтарăнса пурнăçлама тăрăшнă. Çапла майăн пирĕн ял тăрăхĕнче ниме йăли упранса юлнишĕн ял çыннисене ырламалла. Çавăнпа та ял хутлăхĕн администрацийĕ тĕрлĕ ĕçе тума палăртнă чухне халăхпа канашласа, пĕрле пурнăçлама тăрăшать. Мĕншĕн тесен умра тăракан çивĕч ыйтусене татса пани кунта пурăнакан кашни çыншăн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Чылай чухне ял хутлăхĕн администрацийĕ ĕç хатĕрĕсене хăй илсе парать, ĕçне вара ялти халăх пуçтарăнса тăвать. Çапла майăн ĕçлени иртнĕ çулла пирĕншĕн уйрăмах тухăçлă пулчĕ.

Ял старости Александр Миронов, ялти депутат Ираида Николаева тăрăшнипе Йĕрĕхçырмин ял варринче вырнаçнă çăлкуçа тасатса çĕнетрĕç, ун патне пымалли сукмака юсарĕç.

Чăрăшкасси ялĕнче пурăнакан С. Петров тата А. Соколов çине тăнипе ял халăхĕ Октябрьская урамра картише тухса çÿремелли алăка çĕнетрĕ, çырмари кĕпере майлаштарса юсарĕ.

Йĕшĕмкасси ялĕнче пурăнакан Е. Павлова тата Г. Андреева депутат пуçарăвĕпе ял халăхĕпе пуçтарăнса уяв ирттермелли вырăн йĕркелерĕç, кунта вĕсем беседка вырнаçтарчĕç. Вĕсем тăрăшнипех ял пуçĕнчи çырма хĕррине йывăçсем лартрĕç, ял халăхĕ те ку ĕçе хастар хутшăнчĕ.

Иртнĕ çул ялсенче виçĕ кулата хăйсен сăн-сăпатне улăштарчĕç. Чăрăшкассинчи Первомайская урам варринче вырнаçнă кулата çийĕ О. Самсонов, М. Перанов тăрăшнипе çĕнелсе илемленчĕ.

Ĕç вырăнĕсене пурнăçланă çĕре тĕрлĕ хатĕрсемпе техника илсе килнĕшĕн В. Хлебникова уйрăмах пысăк тав тăвас килет.

Иртнĕ çулта ял хутлăхĕн администрацийĕ урамсене çутăпа тивĕçтерессишĕн нумай тăрăшрĕ. Çĕньял Упакасси ялĕнчи икĕ урамра ĕçе вăхăтрах пурнăçласа пĕтернĕ. Караньялĕнчи тăватă урамра та каçа хирĕç киле таврăнакансен кăмăлне çутă пурри ăшăтать. Ку ĕçре С. Иванов тăрăшрĕ.

Урамсенчи юпасем çине çĕнĕ çуткăчсем вырнаçтарнă, электричество перекетлекен лампăсем лартнă. Çакă бюджетри укçана перекетлеме май парать.

 ПУРĂНАКАН ВЫРĂН ТАСА ТА ИЛЕМЛĔ ПУЛМАЛЛА

 Пирĕн хутлăхра виçĕ çăва. Вĕсене тирпейре тытса тăрасси – пирĕн тивĕç. Çак тĕллевпе эпир кашни çул субботниксем ирттеретпĕр.Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисене асăнса лартнă палăксен шучĕ ял хутлăхĕнче 7. Вĕсене те пăхса тăрать пирĕн халăх - тирпейпе илемре тăратать.

КАНĂВА ЙĔРКЕЛЕНИ

Канăва йĕркелесе тăрас тĕллевпе ял хутлăхĕнче Культура çурчĕпе библиотека ĕçлеççĕ. Кунта ачасемпе çамрăксем тата ватăсем валли тĕрлĕ кружок ĕçлет. «Савăнăç» ансамбль пĕлтерĕшлĕ мероприятисене хутшăнса халăха савăнтарать. Çавăн пекех вĕсем район тата республика шайĕнче иртекен конкурссене хутшăнаççĕ. Çулсеренех ял уявĕсенче тĕрлĕрен концертсемпе халăха пĕрлештерекен мероприятисем иртеççĕ. Урхас Кушкă çыннисен туслăхне тата çирĕпрех тума тăрăшатпăр эпир.

 ХУÇАСĂР ÇĔРСЕМПЕ УСĂ КУРАССИ

 Ял хутлăхĕн çĕр лаптăкĕ-сем çинче пилĕк ялхуçалăх предприятийĕ ĕçлет: ООО «Смак Агро», СХК «Звезда», ООО «Чебомилк», ЗАО «Агрофирма «Куснар» , ООО «Авангард». Вĕсем тĕрлĕ ялхуçалăх культури çитĕнтереççĕ, çĕре пушă выртма памаççĕ. Тÿлекен аренда укçи ял хутлăхĕн хыснине килет.

Ял хутлăхĕн территорийĕ-нче Ю. Алексеев тата В. Иванов ХФХсем ĕçлеççĕ.

Пире никам та ютран килсе пулăшмĕ.Хамăр тăрăхăн шăпи хамăр алăрах. Пĕрле тăрăшса ĕçлесен кăна çитĕнÿсем тăвăпăр.

В. ОРЛОВ.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
15 февраля 2020
16:56
Поделиться