Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Хисепе тивĕç çемье

Галинăпа Рудольф Красновсем 55 çул пĕрле пурăнаççĕ. Вĕсен çамрăклăхĕ вăрçă çулĕсенче тата ун хыççăнхи йывăр вăхăтра иртнĕ. Çакă мăшăрăн чунĕсенче тарăн йĕр хăварнă, анчах яланах пĕрле кĕрешсе, чи йывăр саманара та пĕрле пулма вĕрентнĕ.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан, ял арçыннисене пĕрин хыççăн теприне илсе кайнă. Вĕсен шутĕнче Рудольф Васильевич Красновăн ашшĕ Василий Иванович та пулнă. Унăн мăшăрĕ, Валентина Константиновна, икĕ ывăлпа килте пĕчченех тăрса юлнă.

Рудольф ашшĕне ăсатнă чухне 6 уйăхра кăна пулнă, çавăнпа та çывăх çыннине вăл амăшĕ каласа кăтартнинчен тата сăнÿкерчĕксенчен кăна пĕлет. Вăрçăран таврăнман ашшĕне хăйĕн асĕнчен нихăçан та кăларман, унăн сăнÿкерчĕкĕсене, фронтран янă çырăвĕсене тăтăшах пăхнă, вуланă.

Вунă класс пĕтернĕ хыççăн каччă малалла вĕренес тенĕ, çавăнпа та Сĕнтĕрвăрринчи юсав ĕçĕсене пурнăçлакан шкула вĕренме кĕнĕ. Вĕренсе пĕтерсенех 3,5 çул хушши Польшăра хĕсметре тăнă. Службăран таврăнсан вара вăл тÿрех «Проммеханизаци» заводне фрезеровщика вырнаçнă. Рудольф Васильевич хăйĕн ĕçне чунтан юратса тата пĕлсе тунă, çавăнпа та унăн ятне производствăра малта пыракансен шутне пĕрре кăна мар кĕртнĕ, тĕрлĕ Хисеп хучĕсемпе чысланă. Каярах вăл «Дружба» совхозра секретарьте тата кабель тăвакан заводра сантехник пулса тăрăшнă.

«Йышлă çемьере ÿсрĕм. Атте - Виктор Иванович Чунсин - вăрçă ветеранĕ, анне – Мария Ивановна - сысна ферминче ĕçлетчĕ. Вăл ир-ирех ĕçе тухса каятчĕ. Эпир вара Августина аппапа килте йăмăкпа шăллăма пăхаттăмăр»,- аса илнĕ каярах хăйĕн ачалăхĕ çинчен Галина Викторовна мăшăрĕ.

Унăн ĕç стажĕ 50 çула яхăн. Каçхи шкултан вĕренсе тухнă хыççăн вăл медицина сестрине вĕренме кĕнĕ. Алла диплом илсен ача садĕнче, тĕп больницăра шăл сипленĕ çĕрте тата хирурги уйрăмĕнче вăй хунă. Каярах Пĕчченхыр ялĕнчи фельдшер-акушер пунктĕнче пенсие тухичченех ĕçленĕ.

Ял халăхĕ çак мăшăр çинчен ырăпа кăна аса илет. Çак кунсенче Рудольф Васильевичпа Галина Викторовна çемье çавăрни 55 çула кайрĕ.

Мăшăр çурт лартрĕ, сад ĕрчетрĕ, хурт-хăмăр ĕçĕн вăрттăнлăхне алла илчĕ. 4 ача çуратса ура çине тăратрĕ. Борис çÿп-çапа ĕçлесе тирпейлекен организацире вăй хурать. Иккĕмĕш ывăлĕ - Николай, яланах техникăпа туслă пулнă, аякри çулсемпе рейса çÿрет.

Виççĕмĕш ывăлĕ Андрей çирĕп сывлăхпа уйрăлса тăнă. Самара хулинчи мотострелковăй чаçе хĕсмете лекнĕ. Вăл службăра тăракан 81-мĕш номерлĕ гварди полкĕ Чечен вăрçинче çапăçса хăюлăх кăтартнă. Андрей Рудольфович çавăншăн уйрăм паллăсене тивĕçнĕ. Ун çинчен Самар хулинче тухса тăракан «Отечество» хаçатра ятарлă статья та çырса кăларнă.

23 çул каялла вăл пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайрĕ. Ашшĕ-амăшне çак хуйха чăтса ирттерме çав тери йывăр пулчĕ.Анчах çывăх çыннисем юнашар пулса йăпатма пĕлни пулăшрĕ.

Светлана хĕрĕ вара Çĕнĕ Шупашкар хулинче пĕр сыватмăшра медицина сестри пулса тăрăшать.

Красновсем вăй çитнĕ таран ачисене пулăшаççĕ, 4 мăнукĕпе савăнса пурăнаççĕ, вĕсене хăйсем пек ĕçчен пулма вĕрентеççĕ.

Тăванĕсене кĕтсе илсе, ырă сунса ăсатса яраççĕ, пурнăçа чунтан юраççĕ.

Л. СМИРНОВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
15 февраля 2020
16:58
Поделиться