Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Вăл нихăçан та манăçа тухмĕ

Ку çырăва эпĕ Аслă Çĕнтерĕвĕн 75 çулхи юбилейне халаллатăп. Паян манăн хамăр ентешсем хушшинче манăçа тухнă ветерансен темине çĕклес килет. Эпĕ тахçанах районти пĕрремĕш краеведсем хушшинче, çавăнпа та паттăрсен ячĕсене çамрăксем те пĕлччĕр тесе тăрăшатăп. Хальхинче эпĕ Иван Гаврилович СМЕЛОВĂН пурнăçĕ пирки каласа парасшăн.

Вăл 1907 çулта Вăта Пукаш ялĕнче çуралнă. 1920 çулсенче ял çыннисем хушшинче радио саракан энтузиаст пулнă. Вăта Пукаша пĕрремĕш приемник илсе килнĕ.

Фронта тухса кайичченех Иван Гаврилович хăйĕн пурнăçне çар службипе çыхăнтарас тенĕ. Шупашкар хулин çар комиссариатне ĕçлеме кĕнĕ. И. Смелов тĕлĕнмелле хитре çырнă, çавăнпа та ăна писарь должноçне шанса панă.

Тăшманпа çапăçма вăл 1941 çулхи раштав уйăхĕнче тухса кайнă. Фронта çитнĕ хыççăн тепĕр икĕ уйăхранах аманать, контузиленет. Апла пулсан та Иван Гаврилович киле таврăнма васкамасть, службăна малалла тăсать.

Иван Гаврилович вăрçăра паттăррăн çапăçнă, вилĕме куçран пăхса çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă, юлташĕ-семшĕн тĕслĕх вырăнĕнче пулнă. Командирсем çакна хăвăртах асăрханă, çавăнпа та вăрçă вăхăтĕнчех ăна офицер ятне панă.

Паттăр салтаксене наградăлас ыйту çĕклесен, командирсем ăна пĕр хут кăна мар палăртнă, чи йывăр заданисем шанма пултарнине асăннă. Çапла май пирĕн ентеш фронтран Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе таврăннă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин орденĕ вара ăна 1985 çулта кăна «тупнă».

Вăрçăра паттăрлăх кăтартни Иван Гавриловича киле таврăнсан та пулăшнă. Патшалăх ăна Сĕнтĕрвăрринчи Коновалово микрорайонĕнче хваттер уйăрса панă. Унта Иван Гаврилович мĕн виличченех пурăннă.

 

А. ПУКАШ.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
08 февраля 2020
14:44
Поделиться