Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

«Ÿсĕм вырăнĕ» центр ăнăçлă ĕçлет

Октябрьски шкулĕнче ачасене аталанма май паракан «Ÿсĕм вырăнĕ» («Точка роста») центр ĕçленине пурте пĕлеççĕĕнтĕ. Унта шкул ачисене çĕнĕлле аталанма, вĕренÿре пысăк утăмсем тума май паракан хальхи йышши оборудованисем вырнаçтарнă.

Асăннă центр шкулта ăнăçлăĕçлет. Унта ăс пухса тавракурăма аталантармалли, кану вăхăтне усăллă ирттермелли условисем пур. Çĕнĕлле аталанма май паракан класс уçăлнăшăн вĕрентекенсем те, ачасем те, ашшĕ-амăшĕсем те кăмăллă. Унччен вĕренсе тухса кайнисем те шкула пырсан хăйсем вăхăтĕнче пулман çĕнĕлĕхпе хаваспах паллашаççĕ. Сăмах май, çак уйăх пуçламăшĕнче тĕлпулăва пынă çынсем те вĕренÿ центрне кĕрсе курчĕç. Вĕсем робототехникăпа паллашрĕç, 3D модельсем туса пăхрĕç. Паянхи шкул ачисене ăмсанчĕç те, вĕсемшĕн савăнчĕç те, мĕншĕн тесен малтан вĕренÿ учрежденийĕсенче кун пек центрсем пулман. Шкула тепĕр хут таврăнас килнине, парта хушшине ларса паянхи çĕнĕлĕхсемпе малалла аталанас ĕмĕт пуррине уççăнах пĕлтерчĕç вĕсем. Анчах та иртнĕ вăхăта тавăрма çук тенипе килĕшме тивет.

Асăннă центрта класс тулашĕнчи ĕçе те пурнăçа кĕртеççĕ. Ачасене çул çинчи хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес тĕллевпе йĕркеленĕ «Светофор» программăпа килĕшÿллĕн 1-4-мĕш классенче вĕренекенсем «Тупсăмне туп-ха», «Автомульти», «Пуçтар-ха», «Хаваслă светофор» тата ытти станцисем тăрăх вăйă евĕр йĕркеленĕ çулçÿреве тухрĕç. Ачасем кунта хăйсен пĕлĕвне, ăсталăхĕпе пултарулăхне кăтартрĕç, çĕннине те нумай пĕлчĕç, çул çинчи хăрушсăрлăх правилисене тепĕр хут çирĕплетрĕç.

 

Г. МАКСИМОВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
08 февраля 2020
14:42
Поделиться