Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Ырă вĕрентекен

Хуракасси шкулĕнчи пултаруллă вĕрентекенпе, Ираида Трофимовна НИКОЛАЕВĂПА, канăва тухиччен пĕрле ĕçлерĕмĕр. Нумаях пулмасть вăл 80 çул тултарчĕ. Сире хамăн юлташăмпа кĕскен паллаштарас кăмăл пур.

Ираида Трофимовна 1940 çулхи кăрлачăн 24-мĕшĕнче Хуракасси ялĕнчи Ксения Митрофановнăпа Трофим Степанович Патриксен çемйинче çуралса ÿснĕ. Ашшĕ-амăшĕ учитель пулнă май Ираида вĕсен ĕçне малалла тăсса вĕрентÿ тытăмĕнче вăй хунă, ачасене ют чĕлхе вĕрентнĕ.

Хăй шкулта вĕреннĕ чухне хор кружокне те, ташлама та çÿренĕ. Ашшĕ, Трофим Степанович, пирвайхи чăваш хорĕн солисчĕ пулса Мускава та çитнĕ юрлама. Ираида Трофимовна та шкулта ĕçленĕ чухне хор кружокне ертсе пынă. Вăл директорăн класпа шкул тулашĕнчи ĕçĕсене пурнăçлакан çумĕ пулнă.

Мăшăрĕ, Михаил Николаевич Николаев, çак шкултах физкультура урокĕсем ирттернĕ. Вĕсем ялан пĕрле, пĕр-пĕрне пулăшса ачасене тĕрĕс çул çине кăларма тăрăшнă. Ираида Трофимовна чылай çул хушши класс ертÿçи те пулнă. Пур ĕçе те тĕплĕ тума хăнăхнăскер, шкулта ачасене тĕрĕс воспитани парасси çине тимлĕ пăхнă вăл. Ун класĕнчен тухнисем хушшинче тĕрлĕ сферăсенче ĕçлекен пысăк çынсем пур. Тĕслĕхрен, Алексей Яковлевич Волков Ижевск хулинчи нефть отраслĕнчи профессие вĕрентекен университет ректорне çитнĕ. Лев Николаевич Рыбаков - экономика наукисен кандидачĕ. Вăл Шупашкарти коопераци институтĕнче, пĕр вăхăт университетра та ĕçленĕ. Ираида Трофимовнăна тĕрĕс çул çине тăма пулăшнăшăн тата усăллă канашсемшĕн ырăпа асăнакансем паян та сахал мар.

Ираида Николаева мăшăрĕпе пĕрле килти хуçалăха тирпейлĕ тытса пырать. Качакасем, чăх-чĕп усраççĕ, ĕçсĕр тунсăхласа лармаççĕ. Ял-йышра вĕсем пысăк хисепре.

Эпир, пĕр класра вĕреннисем, 80 çула çитнĕ юлташăмăра ырă сунатпăр, малалла та вăл умри çулпа çирĕп сывлăхпа, хастар уттăр.

 

Р. МИХАЙЛОВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
08 февраля 2020
14:43
Поделиться