Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Хĕллехи вăрманта кантăмăр

Кĕчкейри «Женьшень» сывлăх клубĕн членĕсем яланах сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пыма тăрăшаççĕ. Çулла эпир кроссем чупатпăр, вăрмана похода каятпăр. Акă, иртнĕ вырсарникун та канăва уçă сывлăшра, çутçанталăк илемĕнче ирттертĕмĕр.

Хыр вăрманне çывхарса пынă май, эпир унран хамăра инкек-синкексĕр йышăнма ыйт-

рăмăр. Каярах Иван Петров кăвайт чĕртсе хуран çакрĕ, Наталия тата София Мокеевăсем вăрманта шĕшкĕ турачĕ, чăрăш лăсси,юман хуппи пуçтарса тутлă чей вĕретрĕç. Светлана Маклашкина вара техĕмлĕ курăксене килтенех илсе килнĕ. Олимпиада Алексеева фотограф походри самантсене яланлăхах упраса хăварма тăрăшрĕ.

Каярах «Арçури» тата «Берлога» командăсем мини-футболла вылярĕç. Матч 3,3 шутпа вĕçленчĕ. Унтан ушкăнсем канат туртассипе тупăшрĕç. Усăллă каннă хыççăн эпир вăрманпа сывпуллашрăмăр, ăна ырă кăмăлпа кĕтсе илнĕшĕн тав турăмăр.

Япăх çанталăкра та вăхăта сывлăхшăн усăллă ирттерме пулать. Иртнĕ канмалли кун çакна лайăх кăтартса пачĕ, пире савăнăç тата çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăм парнелерĕ.

В. ГРИШИНА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
08 февраля 2020
14:43
Поделиться