Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Почтальона чăтăмсăррăн кĕтеççĕ

«Пирĕн сăмах» хаçат редакцийĕн хаклă ĕçченĕсем! Эпир, Аксарин ялĕнче пурăнакансем, район хаçатне çултан-çул çырăнса илетпĕр, савăнсах вулатпăр. Хаçатри çĕнĕ хыпарсене, пĕлтерÿсене, сĕнÿсене вăхăтра пĕлсе тăратпăр. Пирĕн ял почтальонки Валентина Ивановна СТЕПАНОВА икĕ ялта хаçат валеçет.

Валентина Степанова Карапаш ялĕнче çуралса ÿснĕ. Унăн аллинче ĕç вĕресе тăрать. Кашни киле 2-3 экземпляр хаçат илсе çитерет. Унсăр пуçне газпа, электричествăпа усă курнăшăн, каяш илсе тухнăшăн тÿлеме пулăшать. Тавар та сутмалла унăн. Паянхи почтальонăн сумкки çăмăл мар, паллах. Хаçат-журналпа вăхăтра тивĕçтернипе эпир савăнатпăр, Валентина Ивановнăна килти çын пек чăтăмсăррăн кĕтетпĕр. Пире, ватăсене, хавхалантарса тăрать. Ырă кăмăлĕпе, сăпайлăхĕпе чир-чĕре самантлăха та пулин мантарать.

Нумай çул хушши Валентина Ивановна Аксаринти шкул-ача садĕнче воспитательте, библиотекарьте ĕçленĕ. 15 çул хушши хамăрăн ял лавккинче сутуçăра вăй хунă. Халĕ те хамăр ялтах ĕçлет. Ĕçчен çын валли вара ĕçĕ тупăнсах тăрать. Вĕсен виçĕ ача, виçĕ мăнук. Выльăх-чĕрлĕх те нумай усраççĕ. Валентина Ивановна мĕн пĕчĕкрен ĕçлесе ÿснĕ, Атăл леш енчи улăха утă тума та çÿренĕ. Ватă çынпа - ватăлла, çамрăкпа - çамрăкла, пур енчен те маттур, çавăнпа юрататпăр ăна.

Нумаях пулмасть Валентина Ивановна 55 çулхи юбилейне паллă турĕ. Эпир ăна сывлăх, иксĕлми телей сунатпăр. Унăн ăшă кулли яланах пире ăшăттăр, малашнехи ĕçре чăтăм пултăр. Пире, ватăсене, сивлеменшĕн, яланах кăмăллă та çепĕç пулнăшăн таймапуç ăна!

Г. ЕРМАКОВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
01 февраля 2020
13:18
Поделиться