Карттă номерне ултавçăсене пĕлтернĕ те 14 пин çухатнă

Пирĕн район çыннисем ултавçăсен серепине лекнĕ тĕслĕхсем юлашки вăхăтра час-часах тĕл пулаççĕ. Унта хĕрарăмсем те, арçынсем те «çакланаççĕ».

Кăрлачăн 17-мĕшĕнче Сĕнтĕрвăрри хулинче пурăнакан 35 çулхи арçыннăн кĕсье телефонĕ çине шăнкăрав çитнĕ. Шăнкăравлакан хĕрарăм хăйне «Перекет банкĕ» акционерлă обществăн хăрушсăрлăх службин ĕçченĕ пек паллаштарнă. Вăл арçыннăн банк картти çинчен укçа вăрлама тăни çинчен, унтан тепĕр специалистпа калаçса илмелли çинчен пĕлтернĕ те калаçăва тепĕр специалист телефонĕ çине куçарнă пек тунă. Малалла унпа арçын калаçнă, вăл банк карттине урăххипе ылмаштармалли çинчен пĕлтернĕ. Картта çинчи укçа-тенке сыхласа хăварма карттă номерне тата карттăн тепĕр енче вырнаçнă код номерне ыйтнă.

35 çулхи арçын картта номерне те, код номерне пĕлтерсен, Перекет банкĕн ĕçченĕ кĕсье телефонĕ çине килнĕ код номерне пĕлтерме ыйтнă та çакăнпа калаçу вĕçленнĕ. Арçын ăна тÿрех пĕлтернĕ. Çав вăхăтрах телефонĕ çине перекет банкĕнчен унăн картти çинчи укçана илни çинчен СМС килнĕ. Çапла вара пирĕн район çынни самантрах 14 пин тенкĕ çухатнă.

Ку фактпа полици Раççей Федерацийĕн Уголовлă Кодексĕн158-мĕш статйин 3-мĕш пайĕнчи «г» пункчĕпе килĕшÿллĕн уголовлă ĕç пуçарнă.

Вулакансем, сире полици сотрудникĕсем тепĕр хут асăрхаттараççĕ: перекет банкĕнче ĕçлекенсем нихăçан та картта хуçисенчен ун номерне, уйрăмах телефонпа, ыйтмаççĕ, мĕншĕн тесен карттине вĕсем хăйсем параççĕ! Енчен те сирĕнтен картта е код номерне телефонпа ыйтаççĕ пулсан, вĕсем банк ĕçченĕсем мар, мошенниксем пулнине сирĕн тÿрех шутласа илмелле! Карттăн реквизичĕсене, тархасшăн, нихăçан та, никама та ан калăр! Ултавçăсем тĕлĕрмеççĕ, эсир йăнăшасса кĕтеççĕ. Ун пек тĕслĕхсем районта час-часах пулнăран сире эпир асăрхаттаратпăр, тимлĕрех пулма ыйтатпăр.

 

А. ИВАНОВ, Раççей ШĔМĕн Сĕнтĕрвăрри районĕнчи пайĕн пуçлăхĕн çумĕ, шалти службăн подполковникĕ.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
01 февраля 2020
13:18
Поделиться