Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Тăрăшулăх çитĕнÿсемпе савăнтарать

Ялхуçалăх ĕçченĕсем иртнĕ çулта çанна тавăрсах ĕçлерĕç. Ака-суха ĕçне пур енлĕн те вăхăтра пурнăçлама тăрăшрĕç. Çавăнпа та чылай çитĕнÿсемпе вĕсем кăмăллă. Мĕнле кăтартусемпе вĕçлерĕ-ха 2019 çула пирĕн район. Кун пирки пире район администрацийĕн ялхуçалăх пайĕн пуçлăхĕ Владимир МУСТАЕВ каласа пачĕ.

- Владимир Николаевич, тырпул, пахчаçимĕç туса илесси çăмăл мар, çапах та уй-хир ĕçченĕсем пуçа усмарĕç теес килет.

- Республикăри 21 район хушшинче пĕтĕмĕшле ялхуçалăх продукцийĕ туса илессипе эпир 6-мĕш вырăна тухрăмăр. Çакă палăрăмлă кăтарту, пысăк çитĕнÿ тесе калас килет. 2019 çулта

ÿсентăран лартса çитĕнтересси (çанталăк сиенĕсене шута илмесен) районта йĕркеллех пулса пычĕ. Пурĕ 14258 гектар çинче тĕрлĕ культура туса илтĕмĕр. Вăл шутра пĕрчĕллĕ культурăсем – 8763 га, çĕрулми – 175 га, пахча-çимĕç - 18 га, техникăлла культурăсем – 157 га, выльăха çитермелли культурăсем – 5145 гектар йышăннă.

Çав çĕр лаптăкĕсем çинче пурĕ 24,8 пин тонна тырă (130,5 процент), 5,3 пин тонна - çĕрулми (85,5 процент), 0,5 пин тонна - пахчаçимĕç (71,4 процент) туса илтĕмĕр. 2020 çулхи тухăç валли 2530 гектар пĕрчĕллĕ кĕрхи культурăсем акса хăвартăмăр.

- Ялхуçалăха илсен, выльăх-чĕрлĕх çинчен сăмах хускатмасăр май çук. Ку енĕпе мĕнлерех аталанать-ха пирĕн район.

- Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе те ÿсĕмсем пуррине палăртмалла. Сĕт суса илессипе эпир республикăра 15-мĕш вырăн йышăнатпăр. Районти пĕтĕм категориллĕ хуçалăхсенче иртнĕ çул илнĕ продукци 12995 тоннăпа танлашнă. Ку кăтарту планпа палăртнинчен пысăкрах - 105,7 процента çитнĕ. Ялхуçалăх предприятийĕсемпе хресченпе фермер хуçалăхĕсенче вара - 4119 тонна. Какай туса илесси те çĕр процент урлă каçнă - 1506,0 тонна (107,8 процент). Ялхуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсенче - 353,8 тонна (112,3 процент).

Халăхран пуçтаракан сĕт хакĕ 19 тенке çитнĕ.

Пур категориллĕ хуçалăхсенче ялхуçалăх продукцийĕ туса илессин пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 1048,4 миллион тенкĕпе танлашнă.

- Ырми-канми ĕçлекен АПК ĕçченĕсене юлашки вăхăтра мĕнле тÿлеççĕ.

- Ялхуçалăх организацийĕсенче ĕçлекенсен ĕç укçин виçи иртнĕ çулхи кăрлач –чÿк уйăхĕсенче 22435 тенкĕ пулнă. 2018 çулхи çак тапхăрпа танлаштарсан - 133 процент пысăкрах. Республикăри вăтам ĕç укçин шайĕнчен те кăшт çÿллĕрех. Чăваш Енре ку енĕпе пирĕн район 5-мĕш вырăнта тăрать.

- Владимир Николаевич, инвестици проекчĕсем пирĕн районта пурнăçа кĕреççĕ-и?

- Пирĕн район ку отрасльте те хальхи пурнăçпа тан утма тăрăшать. Инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртсе фермăсене юсанă тата анлăлатнă. Степанов С.Н. хресченпе фермер хуçалăхĕнче фермăна тĕпрен çĕнетме тытăннă. Унта 100 пуç сурăх ĕрчетмелли условисем тăвасшăн. Проект хакĕ - 5 млн. тенкĕ, хальлĕхе 2 миллионне тăкакланă. Кунта виçĕ çĕнĕ ĕç вырăнĕ пулĕ.

Техникăна çĕнетме янă инвестици проекчĕсем 54,6 миллион тенкĕпе танлашрĕç.Тагеев Л.М. хуçалăхĕ 2 комбайнпа 1 сеялка туяннă. Григорьев А.В. хуçалăхĕ те самаях çирĕпленчĕ, 3 единица техника хутшăнчĕ унта. Федоров А.В. фермер трактор тата акмалли, утă çулмалли, выльăхсене апат памалли агрегатсем туянчĕ. Иртнĕ çул Плотников В.Е. фермершăн та ăнăçлă пулчĕ. Унта трактор, комбайн, хуçалăхра кирлĕ тата 6 техника кÿрсе килнĕ.

- Юлашки вăхăтри чи çивĕч ыйтусенчен пĕри вăл – пушă выртакан çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртесси.

- Ун пек çĕрсем пирĕн районта 3050 гектар йышăнаççĕ. Пĕлтĕр халиччен усă курман ялхуçалăх çĕрĕсенчен 395 гектарне ĕçлеттерсе ятăмăр. Ку ĕçсене Аксарин, Сĕнтĕрпуç, Атăлçи, Кукашни, Хуракасси ял хутлăхĕсенче çак организацисем ирттерчĕç: «Вител-11» тулли мар яваплă общество – 78 га, «ТП «Сувар-2» тулли мар яваплă общество – 93 га, Афанасьев А.М. ХФХ – 29 га, Мастьянов С.В. – 126 га, Савельев П.М. – 69 га.

Кăçал Аксарин ял хутлăхĕнче - 1298 га, Сĕнтĕрпуç ял хутлăхĕнче - 120 га тата Кукашни ял хутлăхĕнче 429 гектар çĕре пусă çаврăнăшне кĕртме палăртнă.

- Çитес ака-сухана лайăх ирттерме, тырпул тухăçне ÿстерме çанталăкĕ кăçал ялхуçалăх ĕçченĕ-семшĕн кăмăлне ан шеллетĕр ĕнтĕ. Кăçалхи çул тата ăнăçлăрах пултăр!

 

Н. КОЛЕСНИКОВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
25 января 2020
14:38
Поделиться