Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Кăтартăвĕсемпе паллаштарать

Çĕнĕ çул пуçланнă май предприятисемпе организацисем пĕлтĕрхи ĕçсен кăтартăвĕсене пĕтĕмлетеççĕ. Чăвашпотребсоюз тытăмĕнче вăй хуракан Октябрьскинчи потребительсен обществи районти хутлăхсенче пайщиксемпе тĕлпулусем ирттерет.

Октябрьски райповĕн ертÿçи Р.Почемов çак эрнере Аксарин тата Карапаш ял хутлăхĕсенче пурăнакансене предприятин 2019-мĕш çулхи ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Хатĕр ялхуçалăх продукцине, макулатура, эмел курăкĕ пуçтарас ĕç ăнăçлă пынине палăртса хăварчĕ Р.Почемов. Çавăн пекех халăхран аш-какай, сĕт тивĕçлĕ хакпа пуçтарнине палăртрĕ вăл. Чăваш потребкооперацийĕ 100 çул тултарнă май Октябрьскинчи потребительсен обществи республика тата район экономикине сисĕмлĕ улшăнусем кĕртнине, ял çыннисене ĕçпе тивĕçтерес енĕпе те йĕркеллĕ ĕçлесе пыни çинче чарăнса тăчĕ. Ÿсĕмшĕн малашне те пĕрле тăрăшса ĕçлемелли çинчен каларĕç ял хутлăхĕсен пуçлăхĕсем.

О. ЕФРЕМОВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
25 января 2020
14:38
Поделиться