Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Паллă куна пĕрле уявларăмăр

Нарат Чакки ялĕнче пурăнакан Римма Аркадьевна ИЛЬИНА Сурхури уявĕн кунĕсенче 80 çулхи сумлă юбилейне паллă турĕ.

Римма Ильина «Эльбарусовский» совхозăн Нарат Чаккинчи сĕт-çу ферминче 40 çул ытла ĕçленĕ. Пултаруллă ĕçĕшĕн вăл нумай наградăна тивĕçнĕ. Çав шутра - «Хисеп Палли» орден, Октябрь революцийĕн орденĕ, медальсем. Ферма ĕçченĕ пĕрре кăна мар социализмла ăмăрту çĕнтерÿçи те пулнă.

Хисеплĕ ветерана тăватă ачи, тăхăр мăнукĕ, ултă кĕçĕн мăнукĕ, йышлă тăванĕсем, кÿршисем саламларĕç. Çирĕп сывлăх, вăрăм кунçул, телейпе юрату, иксĕлми вăй-хал сунчĕç.

Эпир, ялти Культура çурчĕн пултарулăх ертÿçи тата Н. Перцева библиотекарь, кинемее ăшшăн саламларăмăр. Çывăх çыннисен пархатарне курмалла пултăр унăн.

Римма Аркадьевна пушă вăхăта усăллă та чунне тивĕçмелле ирттерет. Вăл яланах Культура çурчĕ çумĕнчи пултарулăх ушкăнĕн йышĕнче тăнă, концертсенче ыттисемпе пĕрле юрлас ăсталăхне кăтартнă. Мероприятисене пырсан халĕ те ним мар пĕр-пĕр юрă юрласа пама пултарать вăл. Çуралнă кунĕнче те хăнасене хăйĕн юратнă юррисене пĕрин хыççăн теприне шăрантарчĕ. Юбилее савăнăçлăрах тăвас тĕллевпе эпир те унпа пĕрле çепĕç юрăсем юрларăмăр. Римма Аркадьевна тулли кăмăлпа юлчĕ, хăнасене хăйне хисеп тунăшăн тав турĕ.

 

Л. ДАНЬКОВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
18 января 2020
13:21
Поделиться