Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Пĕчĕк ялта икĕ пысăк юбилей

Кайри Шĕнерпуç ялĕнче икĕ сумлă кинемей пурăнаççĕ – Нина Никитична НИКИТИНА тата Зоя Прокопьевна МАРТЫНОВА. Çĕнĕ çул эрнинче вĕсем çуралнă кунĕсене уявларĕç. Нина Никитична 95 çул тултарчĕ, Зоя Прокопьевна вара - 85.

Нина Никитична вăрçă çулĕсене лайăх астăвать. Вăрçă вăхăтĕнче вăл тантăшĕсемпе пĕрле чукун çул тунă çĕрте ĕçленĕ, окоп чавнă, фронта валли ăшă япаласем çыхнă.

Паян та Нина Никитична пурнăçран юлмасть: çĕршывпа республикăра пулса иртнине вăхăтра пĕлсе тăма тăрăшать. Çавăнпа та вăл телевизор пăхать, хаçатсем вулать.

Чунĕпе те пуян юбиляр. Унăн юрри чуна пырса тивет. Çакна эпир хамăр та туйса илме пултартăмăр.

Нина Никитична парнесемпе саламсене куççульпе кĕтсе илчĕ, чун-чĕререн тав турĕ. Саламлă çырусене Шуршăл ял хутлăхĕн пуçлăхĕ М. Журавлев вуласа пачĕ. Вĕсем Раççей Федерацийĕн Президенчĕнчен В.Путинран тата район администрацийĕн пуçлăхĕнчен А. Мясниковран пулчĕç.

Зоя Прокопьевна 9 ачаллă çемьере çуралса ÿснĕ. Ача чухнех вăл çыхма, çĕлеме вĕреннĕ, алшăллисемпе кĕписене Сĕнтĕрвăррине ăсатса пасарта сутнă. Ĕçлесе илнĕ укçине хĕр амăшне панă. Кăштах çитĕнсен Зоя карçинккасем тума пуçланă, кÿршĕсен ачисене пăхнă. Тула хулине тăшмансенчен хÿтĕленĕ чухне унăн ашшĕ, Прокопий Иванович, паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ. Усал хыпар çемьене анратнă пулсан та çапса хуçайман. Çемьере салтак çырăвĕсене халĕ те упраççĕ.

Нина Никитична пекех, Зоя Прокопьевна та ĕçсĕр лармасть. Пушă вăхăтра вăл картинăсем тĕрлет, рамисене те хăех ăсталать.

«Пурнăç йывăр тесе нăйкăшса ан ларăр. Ĕç пĕлекен алă нихăçан та пушă пулмасть, çакна астуса савăнса пурăнăр»,- терĕ юбиляр. Каярах вăл хăнасене чей ĕçтерчĕ, юрлас таланчĕ пуррине кăтартрĕ. «Юрă - манăн чун канăçĕ. Юрланă чухне эпĕ хама çамрăкрах туятăп»,- пĕлтерчĕ Зоя Прокопьевна. Юлашкинчен вăл хăйне хисеп туса килнĕшĕн, ватă çыннăн нушисем пирки манманшăн пурне те тав турĕ.

М. Журавлевпа «Илем» ушкăнсăр пуçне, юбилярсен хăнисем хушшинче ял старости Ю. Андреев тата Шуршăл ял хутлăхĕн депутачĕ Л. Тихонова пулчĕç.

 

Э. НИКОЛАЕВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
11 января 2020
08:48
Поделиться