Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Çĕнтерĕве тылра туптанă

Кăçал вăрçă чарăннăранпа 75 çул çитет. Пĕр енчен, ку савăнăçлă уяв, мĕншĕн тесен пирĕн паттăр халăх çав хаяр вăрçăра çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ-çке! Тепĕр енчен, асаплă та хăрушă вăрçă çулĕсене аса илсен чун çÿçенсе каять. Савăнăç мар, ытларах хурлăхлă самантсем куç умне тухаççĕ. Эпĕ, 93 çулхи Антонина Матвеевна ВАСИЛЬЕВА, Хуракасси ялĕнче пурăнатăп. Хам вăрçă çулĕсенче тÿснине çырса пĕлтерес терĕм.

Эпĕ 1927 çулта çуралнă, çавăнпа ман çамрăклăх йывăр вăрçă çулĕсемпе пĕр килчĕ.Трофим пичче командирччĕ, Сталинград çывăхĕнчи çапăçура пуçне хучĕ. Пирĕн çемьешĕн çав тери пысăк хуйхă пулчĕ, анчах мĕн тăвăн. Вилнĕ хучĕ килсен мĕн чухлĕ макăрнă, çапах та ĕçе çÿренĕ: кăнтăрла тырă вырнă, каçхине авăн çапнă.

Вăрçă çулĕсенче уйра сухаламан çĕрсем пулман. Хĕрарăмсем те, ачасем те лаша кÿлсе тухнă. Пур ĕçе те алăпа тунă – акнă, вырнă, çапнă. Мĕнле ĕлкĕрнĕши. Патшалăха тыррине лашапа леçнĕ. Эпĕ çÿрекен лаша Чинара ятлăччĕ, ăна вăрçа илсе кайрĕç те каялла таврăнаймарĕ. Пĕррехинче ватăрах хĕрарăмсемпе Сĕнтĕрвăрри хулине тырă леçме кайрăмăр. Завод тăвайккинчен аннă чух манăн лаша тулли лавпа ĕрĕхсе кайрĕ. Эпĕ, çамрăк хĕрача, хама вĕлерсе хăварасран çав тери хăрарăм. Темле майпа тилхепене хыттăн туртса лартса, лашана чарса тăратма пултартăм. Çапла вилĕмрен çăлăнса юлтăм.

Самана темле йывăр пулсан та, выçă-и, тутă-и - халăх çĕрне-кунне пĕлмесĕр ĕçленĕ. Çимелли пулман. Уйра крахмал та пуçтарнă, мăян сăтăрса типĕтсе авăртнă, улма хырса çăкăр пĕçернĕ. Пултран, хурхух, çĕрулми те янă-ха яшка çине. Пирĕн ĕне пурришĕн анне те, эпир те савăнаттăмăр.

Тĕрлĕ ĕçре пиçĕхме тивнĕ пире, пĕрре те çăмăл марччĕ. Пĕррехинче Тĕрлемес станцийĕ патĕнче çул турăмăр. Вакунĕ-вакунĕпе салтаксем вăрçа каятчĕç, халĕ те куç умĕнчех. Питĕ шелччĕ вĕсене.

Эпир, хĕрачасем, аслисемпе пĕрле вăрман та каснă. Вăрçă çулĕсем çав тери сивĕ пулнă тата. Халăх пурпĕр ĕçленĕ, чăтнă. Тăхăнмалли те пулман. Кантăр акнă, пир тĕртнĕ, пир пĕветсе шăлаварсем çĕленĕ. Пиншакĕ те пиртенех пулнă. Самана темле йывăр пулсан та халăх уявсем те тунă. Ытлашши ĕçмен, ÿсĕр çын пулман. Самана майăн ытларах хурлăхлă юрăсем юрланă.

Ун чухне халăх асапĕ виçесĕр пулнă: выçăллă-тутăллă пурăннă, тăхăнмалли пулманран сивĕре шăнса кÿтнĕ, йывăр ĕçре асапланнă, тăванĕсене вăрçăра çухатса тăлăха юлнă. Ку çеç те мар-ха, патшалăх умĕнчи парăм та пысăк пулнă. Налук тÿленĕ, 44 кило какай, 100 çăмарта патшалăха панă. Хусахсенчен е ачасăр çемьесенчен те налук илнĕ. Епле чăтнă-ши. Эпир курнине халь ÿсекен ачасене курма Турă ан хуштăрах. Урăх нихăçан та вăрçă ан пултăр!

 

А. ВАСИЛЬЕВА.

Хуракасси ялĕ.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
11 января 2020
08:48
Поделиться