Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Çĕнĕ çула - çитĕнÿсемпе, çĕнĕ тĕллевсемпе

Ялсене малалла аталантарассине юлашки вăхăтра пысăк тимлĕх уйăраççĕ. «Ял территорийĕсен комплекслă аталанăвĕ» программăна шăпах та çак тĕллевпе тунă та. Чăнах та, паян тăван кĕтесĕн сăн-сăпачĕ самай улшăннине, унти пурнăç условийĕсем майĕпен лайăхланса пынине кашниех асăрхать те, туять те.

Иртнĕ çула илес пулсан, курăмлă ĕçсем сахал мар пулчĕç темелле. Халăх пуçарулăхĕ çинче никĕсленнĕ программа пур çĕрте те пекех ăнăçлă ĕçлерĕ. Чи паллăраххисене асăнса хăварар. Мĕшĕл ялĕнче шыв скважинине юсарĕç. Аксарин ял хутлăхĕнчи Çатракасси, Щамал, Аксарин ялĕсенчи шыв башнисем йĕркене кĕчĕç. Хуракассинче шкулти пушарта вилнисене асăнса уçнă Мемориаллă комплекса çĕнетрĕç. Çичĕ ял хутлăхĕнче 1488 пин тенкĕлĕх коммуналлă хытă каяшсене пухмалли вырăнсем хатĕрлерĕç.

Нумай ялта çулсене юсарĕç. Сăмахран, Октябрьски ял хутлăхĕнче Октябрьски, Истереккасси, Малти Пукаш ялĕсене асăнмалла. Кукашни ял хутлăхĕнчи Пĕчченхыр, Кукашни, Юрьевка ялĕсенчи çулсем тăрăх та çуран та, машинăпа çÿреме те халĕ питĕ меллĕ. Урхас Кушкă ял хутлăхне кĕрекен Çĕньял Упакасси, Лапри Упакасси, Тури Упакасси тата Урхас Кушкă ялĕсенчи çулсене юсама 1778 пин тенкĕ тăкакланă. Ытти ял хутлăхĕсенчи ялсенче те çынсем такăр çулпа утма пуçларĕç. Çавăн пекех Урхаскушкăсем урамсене çутăпа тивĕçтерме 135,9 пин тенкĕлĕх ĕç туса ирттерчĕç.

Кĕскен каласан, 2019 çулта пирĕн район 11412,8 пин тенкĕлĕх 34 проект пурнăçа кĕртме пултарчĕ. Ĕçсене пурнăçлама республика хыснинчен 6805,2 пин тенкĕ, ял хутлăхĕсен хыснинчен – 2439,7 пин тенкĕ, халăхран тата предпринимательсенчен – 2167,9 пин тенкĕ кайнă.

Кăçал республикăра «Ял территорийĕсен комплекслă аталанăвĕ» программăна пурнăçа кĕртме тытăннă та ĕнтĕ. Ялхуçалăх министерстви проектсен тата проектпа смета документацийĕсене тумалли заявкăсен конкурслă суйлавне пуçарнă. Ял территорийĕсенче вĕренÿ учрежденийĕсене, фельдшерпа акушер пункчĕсене, культура объекчĕсене, спорт сооруженийĕсене, социаллă объектсене тĕпрен юсаса çĕнетессипе е çĕнĕрен тăвассипе çыхăннă проектсене йышăнаççĕ.

Çавăн пекех асăннă программăпа тата ытти нумай ĕçсене тума майсем пулĕç.

2020 çулта пирĕн районта18 миллион тенкĕлĕх 40 проект пурнăçа кĕртме палăртаççĕ. Çав программăсемпе килĕшÿллĕн 31 автомобиль çулĕ, вилнĕ çынсене пытарнă 6 вырăна, ача-пăча вылямалли 2 лапама, пĕр коммуналлă хуçалăх объектне юсасшăн. Вĕсем пурте - халăх ырлăхĕшĕн, ялсен малашлăхĕшĕн, çутă пуласлăхшăн. Апла пулсан умри тĕллевсене пурнăçлама ăнăçу пултăр.

 

Н. КОЛЕСНИКОВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
11 января 2020
08:46
Поделиться