Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Пурнăç условийĕсене çăмăлрах та хăтлăрах тăвассишĕн

Раштав уйăхĕн 18-мĕшĕнче пирĕн районта Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртрĕ. Икĕ информушкăн районăн тĕрлĕ хутлăхĕсенче халăхпа тĕлпулусем ирттерчĕç. Пĕрремĕш ушкăн Урхас Кушкăпа Хуракасси ялĕсенче пулчĕç.

Чăваш Республикин пурăнмалли çурт-йĕр патшалăх инспекцийĕн ертÿçин çумĕ - пурăнмалли çурт-йĕр инспекцийĕн тĕп инспекторĕ А. Юркин, Республикăн васкавлă медицина пулăшăвĕ паракан центрĕн Шупашкарти Мускав районĕн 1-мĕш номерлĕ подстанцийĕн заведующийĕ В. Иванов, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - культура пайĕн ертÿçи Е. Матюшова, районти ВДПО пайĕн председателĕ В. Семенов Карапаш тата Аксарин хутлăхĕсенче пурăнакансемпе тĕл пулчĕç. Вĕсене Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн 2019 çулхи чÿк уйăхĕн 27-мĕшĕнче алă пуснă 139-мĕш номерлĕ тата раштав уйăхĕн 2-мĕшĕнче çирĕплетнĕ Указĕсемпе паллаштарчĕç.

Чăваш Енре пурăнакансен пурнăç условийĕн шайне  ÿстерессипе çыхăннă ыйту икĕ ял хутлăхĕнче те актуаллă пулчĕ. «Ял халăхĕ пуçаруллă пулнине кура Михаил Васильевич республика бюджетĕнчен хушма укçа уйăрса парас тĕллев лартрĕ. Ялта пурăнакансен пурнăç шайне ÿстерес тĕллеве пурнăçлассишĕн министрсенчен кашни канашлурах çирĕп ыйтать, ăна куçран вĕçертмест»,- пĕлтерчĕ А. Юркин. Карапашра пурăнакан Р. Самойлова ялти ипотекăпа кăсăкланчĕ, çак программăпа усă курас текен граждансен миçе çулта пулмаллине ыйтрĕ. Хурава нумайччен кĕтмерĕ ял старости, 18-65 çултисем ипотекăпа усă курма пултарни пуриншĕн те паллă пулчĕ.

Ачасен сывлăхне çирĕплетес, вĕсене шывра ишме вĕрентес тĕлĕшпе хатĕрленĕ хушу çинче чарăнчĕ В. Иванов. «Нумай инкек çын ишме пĕлменрен пулать. Çавна шута илсе, 2-4-мĕш классенче вĕренекенсем валли бассейнсенче ятарлă вĕрентÿсем пулĕç. Чăваш Енре пурĕ 60 бассейн, вĕсенчен 21-шĕнче тренер кирлĕ. Указпа килĕшÿллĕн ку тĕллеве пурнăçлама 18 млн. тенкĕ уйăраççĕ. «Сирĕн районта бассейн пур, ку лайăх, график тăрăх ачасене шкулсенчен унта шывра ишме вĕрентме илсе çÿрĕç»,- палăртрĕ вăл. Кĕчкей ялĕнче пурăнакан спортпа туслă В. Маклашкин районти физкультура комплексĕпе юнашар вырнаçнă хоккей лапамĕн витти çуккишĕн пăшăрханать, çанталăк условийĕсене пăхмасăрах унта кирек хăш вăхăтра та сывлăха çирĕплетме май туса парасса шанать.

Е. Матюшова ку ĕç планра пуррине, ăна пурнăçлама 9 млн. тенкĕ палăртса хăварнине пĕлтерчĕ. «Демографи» нацпроектăн «Спорт- пурнăç норми» хушма программине пурнăçа кĕртсе, лапама асфальтпа витесшĕн, пăрлантарнă чух шыв уссăр çĕр ăшне сăрхăнса ан кайтăр. Тата тепĕр пысăк проект - хулари стадиона çĕнĕрен тăвасси. 56 млн. тенкĕ тăкаклама тивĕ, проектне хатĕр-ленĕ», - тесе пĕлтерчĕ Елизавета Викторовна.

Пĕрлĕхлĕ информаци кун йĕркинчи тепĕр ыйту ял тăрăхĕнче ĕçлекен хĕрарăмсен ĕç вăхăчĕ пирки пулчĕ. «Раççей Федерацийĕн Ĕç кодексне çĕнĕлĕхсем кĕртессине сÿтсе яврĕç, ку таранччен ĕç вăхăчĕ 40 сехет пулнă пулсан, малашне 36 сехете хăварасшăн. Агропромышленнăç сферинче, почта уйрăмĕсенче, вĕрентÿ, культура, сывлăх сыхлавĕнче вăй хуракан хĕрарăмсене пырса тивĕ ку улшăну. Палăртса хăварар: ялта пурăнакан, анчах хулара ĕçлекенсем валли асăннă çăмăллăх пулмĕ, хуларан ялти ĕçе çÿрекенсем вара унпа усă курма пултарĕç»,- пĕлтерчĕ А. Юркин.

«Культура» нацпроекта 2019 çулта республикăра тата Сĕнтĕрвăрри районĕнче пурнăçа еплерех кĕртнипе пухăннă халăха Е. Матюшова паллаштарчĕ. Чи малтан вăл района çĕнĕ компьютерсем илсе килнине пĕлтерчĕ, вĕсене ялти вулавăшсене уйăрса парассине те палăртрĕ. Çавăн пекех çулталăк хушшинче культура учрежденийĕсенче юсав ĕçĕсем иртнине, оборудованипе тивĕçтернине уçса пачĕ. Аксаринти Культура çуртĕнче пуçтарăннă çынсем юсав ĕçĕсем иртнине хăйсем те туйнине палăртрĕç. «Мĕнле кăмăллă ăшă та çутă клубра пухăнма, чун савăнать. Пирĕн ялта та пур-ха клубĕ, анчах кивĕ пирки çутçанталăк газĕпе усă курсан та ăшăнса çитеймест. Палăртмалла, ман пек ватă çынсем ытларах пурăнаççĕ ĕнтĕ Çатракассинче, çапах та клуба тăтăшах тухатпăр. Пирĕн патăрта та юсав ĕçĕсем туса ирттерме май çук-ши?», - ыйтрĕ В. Иванов. Елизавета Викторовна тепĕр çул юсама плана кĕртнĕ культура учрежденийĕсене асăнса хăварчĕ, Çатракассинчи клуба вара 2021 çулхи плана кĕртессе шантарсах каларĕ.

Çывхарса килекен Çĕнĕ çул тата Сурхури уявĕсен вăхăтĕнче пушар хăрушсăрлăхне çирĕп пăхăнса тăмаллине В. Семенов асăрхаттарчĕ. «Кăçал Карапашра та, Аксарин хутлăхĕнче те пушарсем пулчĕç. Нумаях пулмасть Ăстакассинчи пĕр хуçалăхра «хĕрлĕ автан» алхасрĕ, хăйсен тата кÿршисен гаражĕсем вут-çулăмпа сиенленчĕç. Чаплă, хăтлă кил-çурт туса лартнă, анчах пушар сÿнтермелли пирвайхи хатĕрсенчен нимĕн те çук кил хуçисен. Каласа хăварас килет, укçана шеллемесĕрех огнетушительсем туянса хурăр. Пушара сÿнтерме чăрмавлă тата вăл пурлăха çилпе вĕçтерсе ярать. Унран сыхланни, асăрхануллă пулни вара усăллăрах та кирлĕрех. Яваплăха çухатмалла мар. Çĕнĕ çул уявĕсем савăнăçлă иртчĕр тесен, тимлĕрех пулăр», - хытарса каларĕ Владислав Алексеевич.

Пĕрлĕхлĕ информкуна килнисем пурте çак сăмахсемпе килĕшрĕç, пĕр-пĕрне тимлĕх уйăрмалли, хăрушсăрлăх правилисене хытă тытса пымалли халăхра яланлăхах çирĕпленмеллине палăртрĕç.

 

О. ЕФРЕМОВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
21 декабря 2019
11:13
Поделиться