Тăван яла хăтлăрах тăвассишĕн

Нумаях пулмасть Октябрьски ял хутлăхĕнчи Хурăнъял тата Октябрьски ялĕсен çыннисем пуриншĕн те пĕлтерĕшлĕ объектсене юсама тухрĕç. Çакăн çинче тĕплĕнрех чарăнар.

Иртнĕ кану кунĕсенче Хурăнъялта пурăнакансем шыв башни патне пухăнчĕç. Шыв пăрăхĕ юрăхсăра тухни вĕсене васкавлă ĕçе кÿлĕнме хистерĕ. Тăван кĕтесе хăтлăрах тăвас тесе вĕсем çума-çумăн тăрăшрĕç, ĕçе вăй çитнĕ таран çăмăллатрĕç. Тĕслĕхрен, Р.Юнусов кунта хăйĕн тракторне илсе килчĕ. Çавна май ĕçе вăхăтра пурнăçларĕç.

Октябрьскинче вара Аслă Энĕш урлă çакнă кĕпере юсарĕç. Вăл вĕренекен ачасене шкулпа çыхăнтарса тăрать, кĕпер пурри çитĕннисемшĕн те ырлăх. Çавăнпа та ĕç туслăхпа килĕшÿре иртрĕ.

Ял хутлăхĕн администрацийĕ ĕçе хутшăннăшăн пурне те тав тăвать: «Малашне те пĕр-пĕрне ăнланса пурăнасчĕ, пур ĕçе те пĕрле тăвасчĕ», - тет.

Л. ДАЛЫЗИНА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
14 декабря 2019
14:48
Поделиться