Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Ăста купăсçă çитĕнÿпе таврăнчĕ

Иртнĕ эрнере Тăвайĕнчи Культура çуртĕнче, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченне П. Павлова асăнса, районсем хушшинчи «Алра купăс янăрать» иккĕмĕш фестиваль-конкурс ирттерчĕç. Унта купăс калама юратакан уйрăм гармонистсем, профессионал-купăсçăсем, купăсçăсен ансамблĕсем, çемье ансамблĕсем хутшăнчĕç.

Çак паллă мероприятире Çичĕпÿртри Людмила ТЕРЕНТЬЕВА пенсионерка та хăйĕн ăсталăхне кăтартрĕ. Людмила Васильевна купăспа та, баянпа та çав тери лайăх вылять. Тивĕçлĕ канура пулин те Çичĕпÿртри Культура çурчĕ çумĕнчи тĕрлĕ мероприятисене хутшăнать, пултарулăх ушкăнĕн солисчĕсемпе вокал ансамбльне купăспа тата баянпа выляса пулăшать. Ун репертуарĕ халăх юрри-ташшипе пуян.

Фестивальте хутшăнма вăл вырăс, чăваш, ют çĕршыв юррисемпе ташшисен кĕввисене пĕрлештерекен попурри хатĕрлерĕ. Ун ăсталăхне жюри пысăка хурса хакларĕ – Людмила Терентьева районсем хушшинчи «Алра купăс янăрать» фестиваль-конкурсăн иккĕмĕш степеньлĕ лауреачĕ пулса тăчĕ.

Людмила Васильевна çак хисепе чăннипех те тивĕçлĕ. Эпир ăна конкурсран пысăк çитĕнÿпе таврăннăшăн чун-чĕререн саламлатпăр! Малашне те халăх йăли-йĕркине упраса хăварас, аталантарас ĕçре çĕнĕ утăмсем тума хавхаланупа ăнăçу сунатпăр.

 

А. НИКОЛАЕВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
14 декабря 2019
14:49
Поделиться