Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Йышăну халăхпа çывăхлатрĕ

Çĕршыв Конституцийĕн кунне уявланă вăхăтра район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Мясников икĕ пĕлтерĕшлĕ мероприятие хутшăнчĕ. Анатолий Аркадьевич ача-пăча библиотекинче çамрăк граждансене пĕрремĕш паспорт панă çĕре хутшăнчĕ тата район администрацийĕн пĕчĕк залĕнче граждансене йышăнса вĕсен ыйтăвĕсем çине хуравларĕ.

Ача-пăча вулавăшĕнчи Раççей гражданинĕн тĕп документне пирĕн районта виçĕ çамрăк тивĕçлĕ пулчĕç. Документа алла иличчен вĕсем паспорт историне, вăл тĕрлĕ çĕршывра вăхăт иртнĕ çемĕн мĕнле улшăнса пынине пăхса тухрĕç.

Мероприятин ытти хăнисем хушшинче район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - культурăпа социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕ Е. Матюшова тата Раççей Федерацийĕн Шалти ĕçсен министерствин Сĕнтĕрвăрри районĕнчи миграци пайĕн пуçлăхĕ В. Тихонов пулчĕç.

«Кашни гражданиншăнах паспорт чи пĕлтерĕшлĕ документ. Патшалăх паспорт илес ÿсĕме пĕчĕклетни (пирĕн вăхăтра пĕрремĕш документа 16 çул таран кĕтмеллеччĕ) хальхи çамрăксен яваплăхне, ăстăнне сиссе тăнине кăтартать. Çамрăк граждансем хăйсем те çак саманта чăтăмсăррăн кĕтеççĕ»,-терĕ А. Мясников ачасем умĕнче сăмах каланă чухне. Ун хыççăн А. Мясников, В. Тихонов тата Е. Матюшова 14 çул тултарнă А. Кузнецова, Д. Орловăна, А. Григорьева документ илнипе саламларĕç, асăнмалăх парнесем пачĕç, телей сунчĕç.

Пĕчĕк залра граждансене йышăнасси паспорт парас церемоничченех пуçланнă, анчах палăртнă мероприяти пĕлтерĕшĕ тата пурте район администрацине вăхăтра çитсе ĕлкерейменнипе ăна вăхăтлăха чарма тивнĕ. Мероприяти вĕçленнĕ хыççăн вара йышăну малалла тăсăлчĕ.

Сакăр сехет хушшинче район администрацийĕн пуçлăхĕ халăх ыйтăвĕсем çине хуравларĕ. Хурав тĕплĕрех пултăр тесе, А. Мясников яваплă пайсен пуçлăхĕсене те явăçтарчĕ.

Хулана килсе çитейменнисем вырăнти администрацисенчен видеоçыхăну мелĕпе е ял хутлăхĕсенчен суйланнă депутатсем урлă хăйсен ыйтăвĕсене пама тăрăшрĕç.

Чи анлă сарăлнă ыйтусем хушшинче çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатасси, çĕр лаптăкĕ туянасси тата районти çул-йĕре юсаса пĕтересси пулчĕç.

Йăлана кĕмен ыйтусем те пулчĕç. Вĕсенчен пĕрне палăртса хăварас килет. Тĕслĕхрен, Октябрьски ялĕнчи Р. Григорьева патне ялти медицина амбулаторийĕн пĕр «çунаттинче» психи-атри уйрăмĕ уçма планлани çинчен сас-хура çитнĕ. Хĕрарăм ыйтăва çутатса пама ыйтрĕ, хăй хирĕç пулнине пĕлтерчĕ. Ун çине район администрацийĕн пуçлăхĕ çапла хуравларĕ: «Реабилитаци центрне уçасси паян планра çук-ха. Эсир ахалех хирĕçлетĕр, ку пирĕн районшăн ырлăх кăна пулĕччĕ. Шухăшласа пăхăр-ха, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем пулĕç, халь усă курман амбулатори «çунатти» юрăхсăра тухмасть, района çĕнĕ специалистсем килĕç».

Граждансене йышăнмалли пĕрлĕхлĕ кунра хускатнă ыйтусем тĕрлĕ шайра пулчĕç пулин те, Анатолий Аркадьевич пĕрисене вырăнтах татса пачĕ, теприсене уçăмлатрĕ, виççĕмĕшсене сăнаса тăма палăртса хучĕ.

И. ДЕРЮЖИН.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
14 декабря 2019
14:47
Поделиться