Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Хăрушă çулсем манăçмаççĕ

Вăрçă мĕн чухлĕ ялпа хулана аркатнă, мĕн чухлĕ çын çапăçу хирĕнчех выртса юлнă! Тылри пурнăç та вăл вăхăтра пĕрре те савăнăç кÿмен. Аслисемпе танах ачасен те йывăр ĕçе кÿлĕнме тивнĕ. Кĕчкей ялĕнче пурăнакан Анна Романовна ШИВЕРОВĂНА та çав шăпах кĕтнĕ.

Анна Романовна 1937 çулхи нарăс уйăхĕн 15-мĕшĕнче Кĕчкей ялĕнче çуралнă. «1942 çулхи апрель уйăхĕнче аттене, Роман Демидович Гришина, салтака илсе кайнă. Эпĕ ун чухне - пиллĕкре, Иван пичче тăхăр çулта пулнă, Валя йăмăк чирлĕрехчĕ те, сывалаймарĕ, вăхăтсăр çĕре кĕчĕ. Алексей шăллăм - иккĕре, Володя вара 4 уйăхра анчах пулнă. Анне, Перасковья Якимовна, колхозра ĕçлетчĕ. Атте вăрçа тухса кайнипе кулянса чирлесех кайрĕ. Юрать-ха, Аксарин ялĕнчен качча килнĕ кÿршĕри Анна аппа пулăшнă. Ун чухне эвакуаципе куçса килнисем Аксарин ялĕнче пурăннă, вĕсем патĕнче тухтăр пулнă. Çавна шыраса тупса пирĕн пата илсе килнĕ вăл. Тухтăр вара кун сиктерсе пирĕн пата çÿретчĕ. Тавах ăна, аннене сыватрĕ. «Çак кĕçĕн ывăла Володьăна 10 çула çитиччен ÿстерсе хăварасчĕ. Сывлăх пар», - тесе пулăшу ыйтса Турра кĕлтунă анне», - чунне ыраттарса каласа парать Анна аппа çывăх çынни çинчен. Хĕрарăмăн кĕллине Турă илтнех пуль çав, шăпах та ывăлĕ 10 çула çитсен амăшĕ ĕмĕрлĕхех куçне хупнă.

Çав самантран пилĕк ача тăлăха юлать. Вĕсем çине йывăрлăхĕ тата ытларах тиенет. Малтан та, ашшĕ çуккипе, çăмăл пулман. «Çимелли нимĕн те çукчĕ. Уйра çĕрулми пуçтарса яшка пĕçернĕ, унта серте, пултăран, вĕлтрен, мăян янă та çав шÿрпене çинĕ, - малалла тăсрĕ калаçăва Анна Романовна. - Ĕне пулнă-ха пирĕн, анчах сĕтне çисе курманпа пĕрех, патшалăха памаллаччĕ. Ун чухне ытлашши çĕр пулман, çапах пахча пулнă. Колхоза ĕçлеме каймасан пахчана туртса илетпĕр тетчĕç. Пахчинче çĕрулми лартнăха, вăл та çитсе пымастчĕ. Çĕрулмине çăнăхпа улăштарнă. Анне яшкана пăртак çăнăх чĕпĕтсе яратчĕ».

Пурнăç çăмăл пулман, паллах, аслисемпе танах ĕçленĕ вĕсем: тырă вырнă, çум çумланă, утă пуçтарнă, çĕрулми кăларнă, кĕтÿ пăхнă. Тырă вырнă хыççăн тата пучах пуçтарма илсе кайнă. Шкултан килсен вăрмантан вутă туртнă. Шĕшкĕ çеç каснă вĕсем, ăна та пулин лесник туртса илнĕ. Ун пек чухне епле чун чăттăр. Куççулĕпе пĕрре мар макăрнине паянхи кун пек астăвать вăрçă ачи.

«Атте килте çуккипе пушшех йывăрччĕ. Икĕ çыру илтĕмĕр аттерен, вăл сывă юласса питĕ шаннăччĕ, анчах пĕр кунхине «Хыпарсăр çухалнă» текен хут килчĕ. Смоленск патĕнче пуçне хунă вăл. Мĕн чухлĕ куççулĕ тăкмарĕ-ши анне! Ăна кура эпир те макăраттăмăр. Вăрçă çулĕсем йывăр пулчĕç çав, халĕ те манăçмаççĕ. Анне вилсен эпĕ фермăра ĕçлеме пуçларăм. Иван та колхозрах тĕрлĕ çĕрте ĕçлерĕ», - терĕ кинемей.

Ĕçпе пиçĕхнĕ Анна Романовнăн Тав хучĕсем нумай. Ăна 1966 çулта «Районти чи лайăх доярка» дипломпа чысланă. Вăл - «1973 çулхи социализмла ăмăрту çĕнтерÿçи», «Иккĕмĕш класлă выльăх-чĕрлĕх ăсти», ĕç ветеранĕ. Кăçал ăна «Вăрçă ачисем» медаль те панă.

1957 çулта Римма Николай Алексеевич Шиверова качча тухнă, мăшăрĕпе виçĕ ача пăхса ÿстернĕ вĕсем. Людмила, Валерий, Елена - кашниех çемьеллĕ. Шел пулин те, районти тĕп больницăра медсестрара ĕçленĕ Людмила тăванĕсенчен уйрăлса кайнă. Валерий тракторист, комбайнер пулнă. Халĕ çемйипе Шупашкарта пурăнать. Анна аппа вара - тăван килĕнче, Лена хĕрĕн çемйин хÿттинче. Елена Николаевна Культура çуртĕнче ĕçлет, ял хутлăхĕн депутачĕ.

Ачисем Анна Романовнăпа мухтанаççĕ. Вăл 80 çултан иртнĕ пулин те килте кăштăртатса çÿрет, выльăх-чĕрлĕх пăхма та пулăшать. Анна Романовнăн 7 мăнук тата 5 кĕçĕн мăнук. Вĕсене валли алсиш, нуски çыхса парать. Вăй-хал çитнĕ таран çамрăксене пулăшать, вăхăта усăллă ирттерме тăрăшать.

Р. ВАСИЛЬЕВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
07 декабря 2019
10:37
Поделиться