Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Ĕçе парăннă ветеринар тата ертÿçĕ

Юрий Петрович ИСАЕВ Аксаринти ветеринари участокне нумай çул хушши ертсе пырать. Ветеринар районта хăйĕн ĕçне тĕплĕ пĕлекен, чи ăслă специалистсен шутĕнче тăрать. Çамрăклах вăл хăйĕн пурнăçне ветеринари сферипе çыхăнтарнă, каярах та уншăн пĕрре те ÿпкелешмен.

Пулас ветеринар профессири пĕрремĕш утăмĕсене 1983 çулта тунă. Унăн пирвайхи ĕç вырăнĕ «Аксаринский» совхозăн Çатракассинчи ветеринари уйрăмĕ пулнă. Кунта тăватă çул ытла ĕçленĕ хыççăн Юрий Петрович Карапаш совхозĕнчи тĕп ветеринари врачĕн тивĕçне пурнăçлама пуçланă. Пилĕк çул ĕçленĕ хыççăн Аксарин совхозне куçнă, кунта виçĕ çул тăрăшнă. 1996 çултанпа вара Юрий Петрович кунта уçăлнă ветеринари участокĕн ертÿçи шутланать. Паянхи куна заведующи Нина Ивановна Шемалакова фельдшерпа Карапаш тата Аксарин ял хутлăхĕсенчи ветеринари ситуацине тĕрĕслесе тăрать. Вĕсем пăхса тăракан тĕрлĕ выльăх шучĕ 3 пинрен те иртет.

Юрий Петровича ĕçтешĕсем хисеплеççĕ, хаклаççĕ. Выльăх чирĕсемпе кĕрешекен район станцийĕн ертÿçи Вера Уланкова, тĕслĕхрен, ăна тирпейлĕхшĕн, профессионализмĕшĕн, ĕçе чунтан юратса тунăшăн тата ырă кăмăллă пулнăшăн хаклать.

Чăнах та, тухтăрăн ĕç вырăнĕнче яланах таса та тирпейлĕ, кашни япала хăйĕн вырăнĕнче, чÿрече янахĕ çинче чĕрĕ чечексем ÿсеççĕ.

Аксаринти ветеринари участокĕн ертÿçин çитĕнĕвĕсем те пысăк. 36 çул хушшинче Юрий Петрович Чăваш Республикин Ялхуçалăх министерствин, Чăваш Республикин Патшалăх ветеринари службин тата Сĕнтĕрвăрри район администрацийĕн грамотисене тивĕçнĕ.

Апла пулсан та ветеринар хăйĕн çитĕнĕвĕсем пирки калаçма юратакан çын мар. Вăл хăйĕн ĕçĕпе пурнăç йĕркине пĕлнипе çырлахать, кунран-куна ăна пăхăнса пырса малашне те çитĕнÿсем тума тăрăшать. Ун пек специалистпа ĕçтешĕсем кăна мар, участока кĕрекен вунă ял халăхĕ те кăмăллă.

И. ДЕРЮЖИН.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
07 декабря 2019
10:36
Поделиться