Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Пултарулăхĕпе тыткăнлать

Ял çынни тĕрлĕ фольклор коллективĕсенчи юрă-ташă ăстисене уйрăмах кăмăллать. Ку ахальтен мар. Тăван тăрăха килекен артист юрă-ташăпа кăмăла çĕклет, йывăр шухăша хăваласа ярать. Куракан вара ăна çакăншăн çав тери юратса тав тума хатĕр.

Çакăн йышши пултаруллă çынсенчен пĕри - Сергей ЛАРИОНОВ. Нумаях пулмасть Сĕнтĕрпуçĕнчи халăх юррине кăмăллакансем унăн утмăл çулхи юбилейне уявларĕç.

Çак пысăк та хаваслă куна уявлама унăн тăванĕсем, юлташĕсем, культура ĕçченĕсем Сергей Гурьевич патне хăнана пухăнчĕç.

Юрăç хăй асăннă ушкăна çÿренĕшĕн мухтанса тăрать. Нумай çул хушши вăл «Сĕнтĕр» фольклор ушкăнĕпе пĕрле районти тата республикăри куракана савăнтарать. Уяв вăхăтĕнче вара Сергей Гурьевича хăйне савăнтарчĕç, ун ячĕпе юрăсем шăрантарчĕç, салам сăмахĕсем каларĕç. Пурте унăн пултарулăхне, ырă кăмăлне палăртрĕç.

Г. СОЛОВЬЕВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
30 ноября 2019
14:21
Поделиться