Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Çĕнĕ клуба туса пĕтерĕç-ши.

Малти Пукашра икĕ клуб: кивви те, çĕнни те пур, çапах та пукашсен йĕркеллĕ кану вырăнĕ çук. Кивви йăтăнса анма пуçланă, çĕннине вара туса пĕтермен.

«Пирĕн ялта клуб кивелнĕрен 5-6 çул каяллах çĕнни тума пуçланă. Спонсорсем пулăшнипе çĕнĕ çурт хăпартнă. Ун тăррине те витнĕ, алăкĕпе кантăкĕсене те лартнă, анчах та çакăнпа ĕç вĕçленнĕ, пăчланнă тесен тĕрĕсех пуль. Тултан пăхсан туса пĕтернĕ темелле пек, шала кĕрсен вара – пуш-пушă: урайĕ те, маччи те çук. Пирĕн ачасем, мăнуксем ÿсеççĕ, вĕсене малашлăх кирлĕ, ялта илĕртÿлли нимĕн те çук вĕт. Миçе çул ĕнтĕ ку çуртра нимĕн те тумаççĕ! Ĕçе вăраха ярсан, ял клубĕн çĕнĕ çурчĕ те туса пĕтермесĕрех юхăна пуçлать. Ун чухне укçа-тенкĕпе пулăшнă çынсене мĕнле куçран пăхмалла?», - пăшăрханнине пĕлтереççĕ пукашсем. Темиçе çул хушши канăç паман ыйтăва татса паракансем тупăнасса шанаççĕ вĕсем.

Çынсен ĕмĕтне пурнăçласчĕ, ялăн культурăллă пурнăçне çĕнĕ варкăш кĕртесчĕ.

 

Н. СЕМЕНОВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
30 ноября 2019
14:23
Поделиться