Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Тăватă çулхи пĕтĕмлетÿсем

Районти пенсионерсен Канашĕн ертÿçи Р.Ракова кашни хутлăхра хăй пек пултаруллă пулăшакансемпе пĕрле тивĕçлĕ канăва тухнисем валли тĕрлĕ мероприятисем ирттерет. «Демографи» нацпроектпа килĕшÿллĕн палăртса хăварнă тĕллевсем районти пенсионерсен Канашĕн ĕç йĕркипе тачă çыхăнса тăраççĕ, пенсионерсем районта иртекен аталану программине активлă хутшăнаççĕ.

Кăçалхи çул пенсионерсен Канашĕн тăватă çулхи ĕçне пĕтĕмлетсе улшăнусем кĕртессипе палăрчĕ, кашни хутлăхри уйрăмсенче çак уйăхра пухусем иртеççĕ. Карапаш ял хутлăхĕн-че нумай çул çак пархатарлă тивĕçе Римма Ивановна Васильева пурнăçлать. Унăн ĕçне хаклама Карапашри Культура çуртне Раççей Пенси фончĕн Сĕнтĕрвăрринчи клиент службин ертÿçи

А. Беркутова, районти пĕрлешÿ ертÿçи Р. Ракова, хутлăхри тивĕçлĕ канăва тухнă активлă çынсем пухăнчĕç.

«Римма Ивановна хăйĕн ĕçне çав тери яваплă пурнăçлать, кашнинех çуралнă кун, çывхарса килекен ытти уявсем ячĕпе саламлама май тупать.Нумай çул хушши культура отраслĕнче ĕçленĕ май, пурин валли те чĕрене пырса тивекен сăвăсем шăрçалать ывăнма пĕлмен хĕрарăм, хăй аллипе ăсталанă пĕчĕк парнесем парса хавхалантарать»,- пĕлтерет Карапашра пурăнакан Л.Тихонова. Районта тата республикăра иртекен спорт ăмăртăвĕсене те хутшăнни çинчен Р. Васильеван пиччĕшĕ,сывă пурнăç йĕркине тытса пыракан «Женьшень» клуб ертÿçи В.Маклашкин хавхаланса пĕлтерчĕ пухăннисене.Сĕтел çинче йĕркерен выртакан Тав хучĕсем унăн сăмахне çирĕплетрĕç кăна.

Пултаруллă хĕрарăм спорт енĕпе кăна мар, сцена ăсти те пулнине курма пултарчĕç пухăва килнисем. Кĕчкейри Культура çурчĕ çумĕнчи пултарулăх ушкăнĕпе пĕрле Н. Захаровăн «Чечексем» спектакльти пĕр сыпăка сăнласа савăнтарчĕç ялти артистсем. Пухăва килнĕ представительсем Карапаш хутлăхĕнчи пенсионерсен Канашĕн ĕçне лайăх паллăпа хаклама сĕнчĕç, малашне те ертсе пыма Р. Васильевăнах хăварас терĕç. Пухăннисем хăйсем те ăна сĕнме шутланине, ку ĕçе йĕркеллĕ шайра тытса пыракана тав сăмахĕсем кăна калама пултарнине пĕлтерчĕç.

«Ĕç ветеранĕ» ята, нумай Тав хучĕсемпе кăмăллă сăмахсене тивĕçнĕ хĕрарăма малашнехи ĕçре çирĕп сывлăх, хавхаланупа килĕшÿ сунчĕç ял клубне пухăннисем.

М. ЖАНДАРОВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
16 ноября 2019
09:39
Поделиться