Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Ял çыннине те хăтлăх кирлĕ

Хула пурнăçне кам ăмсанмĕ-ши? Унти условисем аван, хăтлă - савăнса çеç пурăн. Пурнăç лайăхланса пынă çемĕн ял халăхĕ те çĕнĕ улшăнусем кĕтет-çке. Ĕмĕтленсе пурăнни çеç мар, хăй те нумай тăрăшнине палăртса хăвармалла.

Халăх пуçарулăхĕ çинче никĕсленнĕ бюджет проектне пурнăçа кĕртнĕ май 6 урам халăхĕн ĕмĕчĕ пурнăçланнă. Турханкассинче 3 урамри, Пуснаркассинче 1 урамри, Сĕнтĕрпуçĕнче 2 урамри çула юсанă. Хастар çынсем пулăшнипе тăватă ялта çÿп-çап пухмалли контейнерсене вырнаçтарма 12 вырăн хатĕрленĕ. Сĕнтĕрпуçсем яла тирпей-илем кĕртессипе тата ытларах тăрăшни куçкĕрет. Унта 4 кулата юсанă, йĕри-тавра карта тытнă, ача-пăча лапамне тирпейленĕ, икĕ кĕпер тунă. Пăхатăн та, ялсем тирпейленсе, çĕнелсе пыраççĕ.

Турханкасси ялĕнчи Çамрăксен урамĕ вĕçĕнчи çырмара вырнаçнă çăлкуç патне юлашки çулсенче, кĕперĕн тĕрев юписем çĕрĕшнĕрен, çынсем пырайман. Кăçал вара ăна, ял старости Олег Яковлев тăрăшнипе, юсаса çĕнетрĕç. Халĕ çамрăксем çеç мар, ватăраххисем те пĕр шикленмесĕр шыв ăсма е япала чÿхеме анаççĕ.

«Олег Юрьевич – маттур староста. Вăл ял çыннисемпе, уйрăмах çамрăксемпе, пĕр чĕлхе тупма, вĕсене кирлĕ ĕçе явăçтарма пултарать. Хăй те пур çĕре те хутшăнать: электричество юписем çинчи çунса кайнă лампăсене улăштармалла-и, шыв башнипе пăрăхĕсене пăхса тăмалла-и, экологи субботникĕ ирттермелле-и – пурне те вăхăтра йĕркелесе пурнăçласа пырать. Унпа ĕçлеме çав тери аван, çăмăл. Ялти башня тикĕс ĕçленĕрен паянхи куна Турханкассинче шыв проблеми çук. Ытти ял старостисем те пирĕн хутлăхра лайăх ĕçлеççĕ, анчах та Олег Яковлев вĕсен хушшинче – чи пултарулли», - терĕ кăмăлпа Сĕнтĕрпуç ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Ринаида Белова.

Ял хутлăхĕн обществăлла пурнăçне активлă хутшăннăшăн иртнĕ Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕнче Олег Яковлева Сĕнтĕрпуç ял хутлăхĕн администрацийĕн грамотипе чысларĕç.

 

Н. КОЛЕСНИКОВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
09 ноября 2019
09:31
Поделиться